Республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗ сасартӑк хакланнишӗн хӑш-пӗр ертӳҫӗсем ӗҫ вырӑнӗсӗр юлма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика правительствин паянхи ларӑвӗнче. Унта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе епле пулмаллине сӳтсе явнӑ.
Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта асӑннӑ виҫе пӗрремӗш кварталтинчен 7,7 процент хӑпарса 6968 тенкӗпе танлашнӑ. Вӑй питтисен вӑл — 7402 тенкӗ, пенсионерсен — 5689 тенкӗ, ачасен — 6980 тенкӗ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталну министерстви апат-ҫимӗҫ туянса тӑкакланнин виҫи 213 тенкӗ ӳснӗ имӗш. Ҫӗрулми хакӗ, сӑмахран, 6 тенкӗ те 33 пус хакланнӑ, ҫавна пула тӑкакасем 40 тенкӗ те 55 пуса ҫити хӑпарнӑ пулать. Пахчаҫимӗҫ тӑкакӗ 83 тенкӗ те 17 пус хӑпарнӑ, аш-какай илме 56 тенкӗ те 52 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивет иккен, улма-ҫырла валли — 15 тенке яхӑн, сӗт-турӑхшӑн — 10 тенкӗ те 52 пус. Ҫӑмарта, пулӑ, тип ҫу кӑштах йӳнелнине кура вӗсене туянса тӑкакланнин виҫи 11 тенкӗ те 8 пуслӑх сахалланнӑ пулать.
Канцеляри, медицина таварӗ, строительство материалӗ хакланнине пула апат-ҫимӗҫ мар хаксемшӗн те ытларах кӑларса хума тивет.
Ҫак кунсенче Вӑрнар тата Етӗрне районӗсенчи автоҫулсем ҫинче тӗл пулакан пӗлтерӗшлӗ пысӑк кӗперсене юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Мӑн Ҫавал юханшыв урлӑ каҫаканнине «Нурӑс–Патӑрьел–Елчӗк» автоҫул ҫинче ҫӗнетеҫҫӗ, Сӑр урлӑ каҫаканнине — «Никольски–Етӗрне–Нурӑс» автоҫул ҫинче.
Юсав ӗҫӗсем епле шайра пынипе «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн ертӳҫи Игорь Прусаков тата «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин тӗп инженерӗ Николай Арденков вырӑна тухса паллашнӑ.
Вӑрнар районӗнче, тепӗр майлӑ каласан Мӑн Ҫавал ҫинче, мӗнпур ӗҫ калӑпӑшӗн 12 процентне пурнӑҫланӑ, Етӗрне районӗнче, Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫаракан кӗпере 85 процент юсанӑ.
Сӑнсем (24)
Физкультурниксен кунӗ умӗн Вӑрнар поселокӗнче «Кристалл» пӑр катокӗ уҫӑлнӑ.
Ӑна уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн комитет председателӗ Николай Малов, ЧР спорт министрӗ Сергей Мельников хутшӑннӑ. Михаил Васильевич пӑр катокӗ спортӑн хӗллехи тӗсӗсене аталанма пулӑшасса шанать. Ӑна хута ямашкӑн 135 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Йӑлтах — ачасемшӗн, ҫамрӑксемшӗн, аслӑ ӳсӗмрисемшӗн. Элтепер кунта ветерансем те сывлӑхне ҫирӗплетме килессе шанать.
Катока 2012 ҫул вӗҫӗнче тума тытӑннӑ. Унӑн лаптӑкӗ — 1800 тӑваткал метр. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан кунта хоккей тата эрешлесе ярӑнакансен уйрӑмӗсене уҫма палӑртнӑ. Секцисене Вӑрнар районӗнчи ачасем кӑна мар, ҫывӑхри районсенчисем те ҫӳреме пултарӗҫ.
Пӑр ҫине пӗрремӗш республикӑри хоккей воститанникӗсем, «Спартак» спорт шкулӗн вӗренекенӗсем тухнӑ. «Сокол — 2001» команда вара хоккей вылянӑ. Ыран вара, Пӗрлехи спорт кунӗнче, катока конькипе ярӑнма юратакансене чӗнеҫҫӗ.
Сӑнсем (36)
Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ял уявне анлӑ паллӑ тунӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем, куравсем, концерт… Йӑлтах савӑнӑҫлӑ иртнӗ, халӑх кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ. Уявра уйкас кипексем, хӑнасем какай шӳрпипе сӑйланнӑ.
Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.В.Петров кунти халӑх ҫакнашкал уява чӑннипех те тивӗҫ пулнине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем ӗҫчен, тӑван кӗтес аталанӑвӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Уйкас Кипек культура центрӗн директорӗ Л.А.Михайлова «Кипек ен» фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Ольга Осипова, Агриппина Игнатьева, Юлия Петрова, Галина Петрова, Людмила Христофорова, Юлия Христофорова, Лидия Васильева, Галина Данилова.
Концерта Ярмушкари «Утмӑлтурат» ушкӑн, Хорнсор Ҫармӑсри «Тарават», Ҫавалкас ял клубӗн культйӗркелӳҫи Екатерина Федорова, чӑваш эстрада юрӑҫисем хутшӑннӑ.
Ачасем батут ҫинче сиксе савӑннӑ.
Кӑҫал Уйкас Кипек тата Ҫӗнӗ Сӑрьел ялӗсен командисем волейболла выляса вӑй виҫнӗ. Уйкас Кипек маттурӗсем хӑнасене ҫӗнтернӗ.
Вӑрнар районӗнчи Кивьял Хапӑс ялӗнчи халӑх ҫуртсене газ кӗртсе парасса 10 ҫул кӗтет. 2003 ҫулта Уй урамӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫурт хӑпартмашкӑн 17 лаптӑк уйӑрнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, кирлӗ коммуникацисене ҫитес вӑхӑтра туса пӗтермелле пулнӑ.
Анчах вӑхӑт иртнӗ. 10 ҫул хыҫа юлнӑ. Ялтан инҫех мар Горгазӑн филаилӗ вырнаҫнӑ пулин те газ вара халӗ те ҫук.
Алина Савельева каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем халӗ те (тӗнче газпа ӑшӑнса пурӑннӑ вӑхӑтра!) кӑмака хутса пӳрт ӑшӑтаҫҫӗ. Пӳрт пысӑк. Ӑна вутӑпа хутса ҫитерме те ҫук.
Халӗ Уй урамӗнче нумай ачаллӑ 3 ҫемье пурӑнать. Тепӗр 7-шӗ ҫурт хӑпартаҫҫӗ. 7 ҫемье вара коммуникаци ҫукран пурӑнма куҫман.
Ҫынсем ял тӑрӑхӗн, район администрацийӗсене ҫитнӗ — усcи ҫук. Тӳре-шара газ пуласса шантарать те…
Нумаях пулмасть урама ҫутӑ кӗртнӗ. Ӑшӑтмалли приборсемпе пысӑк ҫурта ӑшӑтнин усси ҫук. Анчах, халӑх каланӑ тӑрӑх, ҫутӑшӑн нумай тӳлеме тивет-мӗн. Мӗншӗнне хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ.
Упнер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, газификаци валли документсем хатӗрлемешкӗн укҫа чылай вӑхӑт тупайман-мӗн.
Халӗ чӑвашла туй кӗрлеттерекенсем юлмарӗҫ те пулӗ. Пинте пӗрре тӗл пулсан кӑна. Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасра вара чӑвашла туй кӗрлеттернӗ.
Анастасия тата Леонид Мокшинсем ҫывӑх ҫыннисене, тӑванӗсемпе тус-юлташне кӗрекене пухнӑ. Хӑна-вӗрле туй ӗҫкине тӗрӗллӗ чӑваш кӗпи, илемлӗ саппун ҫакса пынӑ. Туй арӑмӗсем купӑс кӗввипе чӑвашла ташласа, юрласа ҫамрӑк ҫемьен пӗрремӗш уявне илем кӳнӗ.
Вӑрнар районӗнчи Енӗш ялӗн халӑхӗ храм туса пӗтерссишӗн тапаҫланать. Унти ӗҫсем тӑваттӑмӗш ҫул пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Халӑх ӑна хӑйӗн вӑйӗпе хӑпартать.
Ӗҫ самантлӑха та чарӑнмасть-ха, анчах укҫа-тенкӗ ҫитменни ура хурать-мӗн. Халӗ ҫынсем укҫа пуҫтараҫҫӗ. Стройматериалсем хаклӑ, ҫавӑнпа енӗшсене храма хута яма йывӑртарах.
Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем храмра кашни эрнере шӑматкунлӑх ирттереҫҫӗ. Халӗ унта строительсем шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ.
Храма хута ярас тесе енӗшсем кӑна мар, унта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа тӗрлӗ енне саланнӑ ҫынсем те тӑрӑшаҫҫӗ, ӑна валли укҫа пухаҫҫӗ.
«Вӑрнар районӗн энциклопедийӗ» кӗнекен иккӗмӗш пайне кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Пӗрремӗше 2005 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ тӗле тухнӑ.
Иккӗмӗш пайне тепӗр юбилей валли — вӑрҫӑ чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле — кӑларасшӑн. Энциклопедин пӗрремӗш пайне Вӑрнар поселокӗн хисеплӗ ҫынни Воля Иванов тата РФ Ҫыравҫисен перлӗхӗн пайташӗ Михаил Васильев (вӑл райхаҫат редакторӗ те пулнӑ) хатӗрленӗ. Вӗсемех иккӗмӗш кӗнекепе ӗҫлеҫҫӗ.
Воля Иванов депутатсене, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Текста наборлакан ҫынна та укҫа тӳлемелле-ҫке. Пӗтӗм расхута шута илсен, Воля Иванов палӑртнӑ тӑрӑх, энциклопедин иккӗмӗш пайне кӑлармашкӑн 500 пине яхӑн укҫа кирлӗ.
Утӑн 24-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӑмпал ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, журналист, ҫыравҫӑ Антип Николаев-Шевле ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа асаилӳ каҫӗ иртнӗ.
Антип Николаевич публицист, ҫыравҫӑ пулнӑ. Вӑл Кӑмпал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Антип Николаевич 17-ре пулнӑ. Темиҫе кун маларах ӑна ытти ачасемпе пӗрле — пӗтӗмпе 800 ытла ҫын — Инҫет Хӗвелтухӑҫне янӑ. Унта вӑл икӗ ҫул шахтӑра ӗҫленӗ. Ҫав вӑхатрах фронта хӑйӗн ирӗкӗпе каяссишӗн талпӑннӑ.
1943 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ, Япони миллитарисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ. Совет Ҫарӗнче вӑл 1970 ҫулччен пулнӑ.
Пултарулӑхӗ ҫар журналистикине илсе ҫитернӗ. 1949–1970 ҫулсенче вӑл «Боевая вахта» (чӑв. Ҫар вахти) хаҫат корреспонденчӗ, Ҫӗпӗр ҫар округӗнчи «Советский воин» (чӑв. Совет салтакӗ) хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1972–1988 ҫулсенче ЧАССР Журналистсен союзӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗнче вӑй хунӑ. Унан статйисем «Красная звезда» хаҫатра, «Советский воин», «Советский моряк», «Гражданская авиация» журналсенче пичетленнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Шуркасси ялӗнче Евгенийпе Ирина туй кӗрлеттернӗ. Уяв хӑйне евӗр иртнӗ. Туйра чӑвашсен йӑли-йӗркине тӗпе хунӑ.
Шуркассине ҫав кун Елчӗк районӗнчи «Алмантай» фольклор ушкӑнӗ килнӗ, туй хӑнисене «Эй, туй килет, туй килет!» программӑпа паллаштарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, анатри чӑвашсен туй юррисене шӑрантарнӑ. Куракансем «Алмантай» ушкӑна питӗ ӑшшӑн йышӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑвашсен ӗлӗкхи туй йӑли-йӗркипе пӗрремӗш хут паллашнӑ.
Халӑх «Алмантай» ушкӑнӑн хушпӑвӗсене, тухйисене, тевечӗсене, ӗлӗкхи ҫи-пуҫне кӑсӑклансах сӑнанӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр кунашкал туйпа питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |